У нас в гостях - журнал "Тантош"

Чунри хĕлхем – ăнăçу çăл куçĕ Пирен патра хонара «Тантош».

Тăвай районĕнчи Ача-пăча пултарулăхне аталантарма пулăшакан центр унччен вăтам шкул пулнă кивĕ çуртра вырнаçнă. Апла пулин те аякри ялсенчен те хаваспах çÿреççĕ кунта, Тутарстан Республикинчен килекенсем те пур. Кăнтăрла иртсенех ача-пăча, музыка инструменчĕсен, ташă кĕввисен шавĕпе тулать пултарулăх çурчĕ. Иртнĕ çулхи авăн 1-мĕшĕнче кунти музыка уйрăмĕнчен йĕркелесе янă Искусствăсен шкулĕ те çакăнтах юлнă. Унти фольклор, эстрада, фортепьяно, хор, халăх инструменчĕсен кружокĕсен занятийĕсене 5 çул çÿренĕ ачасем ятарлă свидетельство илеççĕ.

Шкулти кружоксем тивĕçтермесен Ача-пăча пултарулăхне аталантаракан центра, Искусствăсен шкулне çул тытма пултараççĕ вĕсем. Юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен кунта Ÿнер шкулĕ те уçăлмалла. Çут çанталăк панă пултарулăха аталантарма майĕ- сем çук мар, кăмăлу çеç пултăр. Паллах, музыка шкулне пурне те йышăнаймаççĕ. Çулленех пултарулăх конкурсĕ витĕр тухнă (малтанах юрра-кĕвве тытнине, туйнине тĕрĕслеççĕ) 20-шер ача илеççĕ.

– Хор, эстрада юррисен кружокĕсене çырăнас, пианино калама вĕренес текен уйрăмах йышлă, – тет Ирина Григорьева директор.

Ĕç укçи пысăк мар пулсан та хавхаланса ĕçлеççĕ кунти педагогсем. Унсăрăн ачасен чĕринче хĕлхем чĕртме çуккине пуринчен аван туяççĕ. Пултаруллисене Раççей, тĕнче шайĕнчи конкурссене илсе çÿресе çунат хушма пулăшаççĕ.

Музыка шкулне 4-мĕш çул çÿрекен Дима Лазарев та балалайка, гитара, фортепьяно калама вĕреннипе çеç çырлахмасть, тата пысăкрах ĕмĕтсемпе хавхаланать. Тутарстан Республикинчи Альбина Таймасовăна та артист пулас ĕмĕчĕ канăç памасть, 20 çухрăм хыçала хăварса эрнере икĕ хутчен Тăвайĕнчи Искусствăсен шкулне васкама хистет.

Алина Герасимова

ЧР, Тăвай районĕ.